| 9524 | «Хресченӗн утӑ та апат», — тет улпут. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9275 | Аркине татса ҫаннине сыпасси ҫук ҫын ӗҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9276 | Арман чулӗ калтӑрт! тет, пуян укҫи шалтӑрт! тет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9277 | Арман чулӗ калтӑртӑк, пуян укҫи шалтӑртӑк. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9278 | Аханчахӑн чӑххи те пӗрре анчах. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9279 | Вӑрман хуралҫи йывӑҫ кӑшласа пуять. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9280 | Виҫӗ качака сӑвакан патне ултӑ ӗне сӑвакан кӗвелӗк ыйтма пынӑ тет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9281 | Ӗмӗртен пуян — ҫӗрпе тан, ҫӗнӗрен пуян — Турӑпа тан. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9282 | Камшӑн мул хаклӑ, камшӑн пуҫ хаклӑ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9283 | Картине уйпа тытнӑ, тӳпине пӗлӗтпе витнӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9284 | Качака вӗҫне юлсан ухмах Йӑван та хӗр парас ҫук. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9285 | Кӗлмӗҫ пуличчен кӗту ачи пул. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9286 | Кӗлмӗҫ телейӗ кӗлпе хутӑш. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9287 | Кӗлмӗҫ хутаҫҫинче телей ҫук теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9288 | Кӗлмӗҫе паманни кӗл пулӗ теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9289 | Кӗлмӗҫе ҫӑкӑр паракана сӑвап пулать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9290 | Кӗлмӗҫӗн пуянлӑхӗ хӑй ҫумӗнче. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9291 | Кӗлмӗҫӗн ҫӑнӑхне ҫил вӗҫтернӗ тет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9292 | Кукӑр пултӑр та, ҫук пултӑр. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9293 | Мӗн ҫук — ҫав хаклӑ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9294 | Мӗскӗн саплӑк ҫине саплӑк лартать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9295 | Мул вӑл никама та кансӗрлемест. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9296 | Мул патне мур ерет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9297 | Мул тӗк выртмасть теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9298 | Мула хапсӑнакан пуҫне ҫухатнӑ теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9299 | Мулӗпе мухтанакан пуҫне ҫинӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9300 | Муллӑ ҫынна мур тивмен. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9301 | Муллӑ ҫынпа ан тавлаш, вӑйлӑ ҫынпа ан кӗреш. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9302 | Начар ана ҫине ҫум пусать, начар ҫынна пуян пусмӑрлать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9303 | Начар ӗне тӑман кун пӑрулать, начар ҫын тӑман кун сӑра ӗҫет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9304 | Начар кӑна улпутӑн та кӑрккапа йытӑ пулнӑ тет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9305 | Начар кӑна улпутӑн та сӑмси каҫӑр. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9306 | Начар пулсан та, ҫӗр кӑкӑрӗнче. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9307 | Начар ҫыннӑн пурнӑҫ часах ҫитекен пулмасть. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9308 | Начар улпут та апат хыҫӗнчен пӗр сехет канса илнӗ тет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9309 | Начар улпут та пӗр курка ӗҫет теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9311 | Пакшашӑн мӑйӑр, пуяншӑн ӗҫкӗ пултӑр теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9312 | Пансем валли — панулми, ҫук ҫын валли — ҫӗрулми. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9313 | Пӗр пуйса кайсан таҫтан та укҫа кӗрет. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9314 | Пӗр пуяншӑн иккӗн вӑрҫнӑ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9315 | Пӗр ултавсӑр пуйма ҫук. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9316 | Питтӗн ашшӗ-амӑшӗ вилмен. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9317 | Пор порах, ҫок ҫоках. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9318 | Пор поршӑн коллянать тет, ҫок ҫокшӑн коллянать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9319 | Пуйма каякан вилнӗ, вилме каякан пуйса килнӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9320 | Пуйнӑҫем этем хытса пырать теҫҫӗ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9321 | Пур пархат тӑхӑннӑ, ҫук ҫурхах тӑхӑннӑ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9322 | Пур патне ал пырать. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9323 | Пур патне пур пынӑ, ҫук патне ҫук пынӑ. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |
| 9324 | Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла. | Пуянлӑх — Чуханлӑх |